БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан урӑх ангела куртӑм. Вӑл пысӑк влаҫ илнӗскерччӗ, унӑн мухтавлӑхӗпе ҫӗр ҫуталса кайрӗ. |
| 2 |
| Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса хӑватлӑ каларӗ: пӗтрӗ аслӑ Вавилон, пӗтрӗ! вӑл, аскӑнчӑк, шуйттансен килӗ, тӗрлӗ таса мар сывлӑшсен йӑви, тӗрлӗ таса мар, йӗрӗнчӗк кайӑксенӗн йӑви пулса тӑчӗ, |
| 3 |
| мӗншӗн тесессӗн пур халӑхсене те аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗрӗлтерчӗ; ҫӗр ҫинчи патшасем те унпа аскӑнчӗҫ; унӑн чаплӑ пурӑнӑҫӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуянланчӗҫ, терӗ. |
| 4 |
| Унтан эпӗ тӳперен тепӗр сасӑ илтрӗм; вӑл каларӗ: эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух, сирӗн унӑн ҫылӑхне хутшӑнмалла ан пултӑр, унӑн асапне курмалла ан пултӑр: |
| 5 |
| унӑн ҫылӑхӗсем тӳпенех ҫитрӗҫ, Турӑ унӑн усал ӗҫӗсене аса илчӗ. |
| 6 |
| Хӑвӑра мӗн кӑтартнӑшӑн тавӑрса парӑр ӑна, ӗҫӗсене кура икӗ хут ытла тавӑрӑр; хӑвӑр валли хатӗрленӗ эрех куркинех ӑна икӗ хут хӑватлӑрах эрех ярса парӑр. |
| 7 |
| Мӗн чухлӗ мухтанчӗ, мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр; вӑл хӑй ӑшӗнче: «эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» теет. |
| 8 |
| Ҫавӑнпа асап та, вилӗм те, куҫҫуль те, выҫлӑх та ун патне пӗр кунрах килсе ҫитӗ; ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ: ӑна сут тӑвакан Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑватлӑ, терӗ. |
| 9 |
| Ҫӗр ҫинчи патшасем вара — унпа аскӑнланса, киленсе пурӑннӑскерсем — ӑна ҫунтаракан вут-ҫулӑма курсассӑн уншӑн уласа йӗрсе ярӗҫ, |
| 10 |
| вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ те кӑшкӑрса ярӗҫ: «эй аслӑ хула, хуйхӑ ҫитрӗ сана, эй хӑватлӑ хула Вавилон, хуйхӑ ҫитрӗ сана! сана сут тӑвасси пӗр сехетрех ҫитрӗ!» тейӗҫ. |
| 11 |
| Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть, |
| 12 |
| ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала, |
| 13 |
| корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук. |
| 14 |
| Санӑн кӑмӑлна килекен ҫимӗҫсем пӗтрӗҫ ӗнтӗ, пӗтӗм капӑрлӑху, чаплӑху санран аякка кайрӗ, эсӗ ӗнтӗ ӑна тупаймӑн, тейӗҫ. |
| 15 |
| Ҫакна сутса тӑнисем, ҫав арӑм урлӑ пуйса пурӑннисем вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ, кӑшкӑрса та ӗсӗклесе йӗрӗҫ: |
| 16 |
| «аслӑ хула, сана хуйхӑ ҫитрӗ! виссон та хӗрхӗлтӗм, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑскер, ылтӑнпа, хаклӑ чулпа, ахах-ӗнчӗпе капӑрланнӑскер! |
| 17 |
| Мӗн тӗрлӗ пуянлӑху самантра пӗтсе ларчӗ!» тейӗҫ. Карап ҫӳретекенсем, караппа пыракансем, карап ҫинче ӗҫлекенсем, тинӗс ҫинче суту-илӳ тӑвакансем пурте аякка тӑчӗҫ те |
| 18 |
| вут-ҫулӑмпа ҫунакан аслӑ хула тӗтӗмне курса кӑшкӑрсах каларӗҫ: ҫак аслӑ хулапа мӗнле хула танлашайтӑр? терӗҫ. |
| 19 |
| Пуҫӗ ҫине кӗл сапса, уласа йӗрсе, ӗсӗклесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем: эй аслӑ хула, хуйхӑ, хуйхӑ ҫитрӗ сана! тинӗсре карап тытакансем санӑн мулупа пуйса ҫитнӗччӗ; эсӗ пӗр самантра пушанса юлтӑн! |
| 20 |
| Эй тӳпе, савӑн! Эй сӑваплӑ апостолсем, пророксем, эсир те савӑнӑр: Турӑ ӑна сирӗншӗн тавӑрса пачӗ! терӗҫ. |
| 21 |
| Унтан пӗр вӑйлӑ ангел пысӑк арман чулӗ евӗрлӗ чул илчӗ те ӑна тинӗсе пӑрахса каларӗ: Вавилона, аслӑ хулана, ҫапла вӑркӑнтарӗҫ — вара вӑл пулмӗ те. |
| 22 |
| Урамусенче кӗсле калани те, юрӑ юрлани те, шӑхлич калани те, трупа кӑшкӑртни те илтӗнмӗ урӑх; пӗр ӑста та тупаймӑн унта, вӗсен ӗҫӗсене те кураймӑн; арман чулӗн сассине те илтеймӗн. |
| 23 |
| Унта ҫутаткӑҫ ҫути курӑнмӗ урӑх, каччӑпа хӗр сассине те унта илтес ҫук, мӗншӗн тесессӗн санӑн патӑнти купсасем улпута тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн асамупа эсӗ халӑхсене пурне те аташтартӑн. |
| 24 |
| Сан патӑнта пророксенӗн, сӑваплӑ ҫынсенӗн, ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗ тупӑнчӗ, терӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/revelation/018.mp3
22
18