БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче тӑракан тӑватӑ ангела куртӑм; ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, вӗсем ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне тытса тӑратчӗҫ. |
| 2 |
| Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫӗнчен ҫӳлелле улӑхса пыракан тепӗр ангела куртӑм, унӑн Чӗрӗ Туррӑн пичечӗ пурччӗ. Вӑл ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ: |
| 3 |
| хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамки ҫине пичет пусиччен эсир тинӗсе те, ҫӗре те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр, терӗ. |
| 4 |
| Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм — Израиль ывӑлӗсен пур йӑхӗнчен те палӑртнисем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ: |
| 5 |
| Иуда йӑхӗнчен ҫавӑн пеккисем вуникӗ пин, Рувим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Гад йӑхӗнчен — вуникӗ пин, |
| 6 |
| Асир йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Неффалим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Манассия йӑхӗнчен — вуникӗ пин, |
| 7 |
| Симеон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Левий йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иссахар йӑхӗнчен — вуникӗ пин, |
| 8 |
| Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иосиф йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Вениамин йӑхӗнчен те вуникӗ пин ҫынна пичет пуснӑ. |
| 9 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑхрӑм та — акӑ аслӑ пуканпа Путек умӗнче имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук: вӗсем пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ; хӑйсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, аллине пальма турачӗ тытнӑ. |
| 10 |
| Вӗсем хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ҫапла каларӗҫ: пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре! терӗҫ. |
| 11 |
| Вара аслӑ пукан тавра, ватӑсем тавра тата тӑватӑ чӗрчун тавра тӑракан ангелсем пурте аслӑ пукан умне ӳпне ӳксе, Турра пуҫҫапса каларӗҫ: |
| 12 |
| аминь! Хамӑр Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлама, мухтама, тав тума, хисеплеме тивӗҫлӗ: ӑслӑлӑх та, хӑват та, тӗрек те — Унра, аминь! терӗҫ. |
| 13 |
| Ватӑсенчен пӗри, сӑмах тапратса, манран ыйтрӗ: ку шурӑ тумтир тӑхӑннисем камсем, ӑҫтан килнӗ? терӗ. |
| 14 |
| Эпӗ ӑна: эй хуҫамӑм, эсӗ хӑв пӗлетӗн, терӗм. Вӑл вара мана каларӗ: вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ, вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ. |
| 15 |
| Ҫавӑншӑн халӗ вӗсем Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн Ҫуртӗнче Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; аслӑ пукан ҫинче Лараканӗ вӗсем хушшинче пурӑнӗ. |
| 16 |
| Вӗсенӗн ӗҫесси те, ҫиесси те килмӗ. Вӗсене хӗвел вӗтелемӗ, шӑрӑх та ҫунтармӗ, |
| 17 |
| мӗншӗн тесессӗн вӗсене аслӑ пукан умӗнчи Путек кӗтсе ҫӳрӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ патне илсе кайӗ; Турӑ вӗсен куҫӗнчи куҫҫульне шӑлса типӗтӗ, терӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/revelation/007.mp3
22
7