БИБЛИ Синодальный НЗ 2009
|
| 1 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӑватӑ ангела куртӑм. Вӗсем, ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ҫиле чарса тӑраҫҫӗ. |
| 2 |
| Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫ енчен Чӗрӗ Туррӑн пичетне тытнӑ тепӗр ангел тухса хӑпарнине куртӑм. Ҫӗрпе тинӗсе сӑтӑр тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: |
| 3 |
| «Хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамкисем ҫине пичет лартса палӑртса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сӑтӑр ан тӑвӑр!» |
| 4 |
| Вара эпӗ пичетпе палӑртнисен хисепне илтрӗм: Израилӗн мӗн пур йӑхӗсенчен пичетпе палӑртнисем пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ. |
| 5 |
| Иуда йӑхӗнчен вун икӗ пин ҫынна пичетпе палӑртнӑ; Рувим йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Гад йӑхӗнчен – вун икӗ пин; |
| 6 |
| Асир йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Неффалим йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Манассия йӑхӗнчен – вун икӗ пин; |
| 7 |
| Симеон йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Левий йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Иссахар йӑхӗнчен – вун икӗ пин; |
| 8 |
| Завулон йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Иосиф йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Вениамин йӑхӗнчен – вун икӗ пин. |
| 9 |
| Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ. |
| 10 |
| Вӗсем вӑйлӑ саслӑн: «Ҫӑлӑнӑҫ престол ҫинче ларакан Туррӑмӑрпа Путекре!» – теҫҫӗ. |
| 11 |
| Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. |
| 12 |
| «Аминь! Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗхпе мухтав, ӑслӑлӑхпа тав, чыс та, вӑй-хӑват та, тӗреклӗх те пултӑр! Аминь», – терӗҫ вӗсем. |
| 13 |
| Ватӑсенчен пӗри калаҫа пуҫларӗ. «Ҫак шурӑ тумтирлисем камсем тата ӑҫтан килнине пӗлетӗн-и?» – тесе ыйтрӗ вӑл манран. |
| 14 |
| «Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ. |
| 15 |
| Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ. |
| 16 |
| Вӗсен ӗнтӗ текех нихӑҫан та хырӑмӗ выҫмӗ, ӑшӗ те хыпмӗ. Вӗсене нимӗнле хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ. |
| 17 |
| Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ». |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvashrso/revelation/007.mp3
22
7