|
| 1 |
|
| Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӳпере пӗр ҫур сехет пек шӑплӑх тӑчӗ. |
|
| 2 |
|
| Эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ ангела куртӑм; вӗсене ҫичӗ трупа панӑччӗ. |
|
| 3 |
|
| Тата тепӗр ангел килчӗ те ылтӑн тӗтӗркӗч тытса парне вырӑнӗ умне тӑчӗ; мӗнпур сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле аслӑ пукан умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн ӑна темӗн чухлӗ фимиам панӑччӗ. |
|
| 4 |
|
| Сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле фимиам тӗтӗмӗ ангел аллинчен Турӑ умне ҫӗкленчӗ. |
|
| 5 |
|
| Унтан ангел тӗтӗркӗчне илчӗ те, ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-кӑварпа тултарса, ҫавна ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара аслати авӑтни, кӗрлени илтӗнсе кайрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр кисренчӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫичӗ трупа тытса тӑракан ҫичӗ ангел трупапа кӑшкӑртма хатӗрленчӗ. |
|
| 7 |
|
| Акӑ пӗрремӗш ангел трупине кӑшкӑртса ячӗ те — ҫӗр ҫине, юнпа хутӑшса, пӑрпа вут-ҫулӑм ҫурӗ; йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫунса кайрӗ, ешӗл курӑк пӗтӗмпех ҫунса пӗтрӗ. |
|
| 8 |
|
| Иккӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пысӑк ту евӗрлӗскерӗ тинӗсе ӳкрӗ, тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ, |
|
| 9 |
|
| тинӗсре пурӑнакансен мӗн чӗрри виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ арканчӗ. |
|
| 10 |
|
| Виҫҫӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ; вӑл юханшывсен, ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ. |
|
| 11 |
|
| Ҫав ҫӑлтӑр Эрӗм ятлӑччӗ; вара шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ эрӗм пек пулса тӑчӗ; шывсем йӳҫӗ пулнӑран темӗн чухлӗ ҫын вилсе пӗтрӗ. |
|
| 12 |
|
| Тӑваттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ; ҫапла вара вӗсенӗн виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленчӗ; ӗнтӗ кун та, каҫ та хӑйсен ҫутин виҫҫӗмӗш пайне ҫухатрӗҫ. |
|
| 13 |
|
| Унтан эпӗ тӳпере ҫӳлте вӗҫсе пыракан пӗр ангела куртӑм, вӑл хыттӑн кӑшкӑрнине илтрӗм, вӑл: хуйхӑ, хуйхӑ, юлашки виҫӗ ангел трупапа кӑшкӑртса ярсассӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ ҫитӗ — вӗсем халь-халь кӑшкӑртса яраҫҫӗ! терӗ. |
|
|
|
|