|
| 1 |
|
| Пиллӗкӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр куртӑм; ӑна тӗпсӗр шӑтӑк уҫҫине панӑччӗ. |
|
| 2 |
|
| Вӑл тӗпсӗр шӑтӑка уҫрӗ те, шӑтӑкран пысӑк кӑмака тӗтӗмӗ пек тӗтӗм палкаса тухрӗ; шӑтӑкран тухнӑ тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ. |
|
| 3 |
|
| Тӗтӗм ӑшӗнчен ҫӗр ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк тухрӗ, ӑна ҫӗр ҫинчи скорпионсен хӑвачӗ пек хӑват панӑччӗ. |
|
| 4 |
|
| Ҫав хӗрлӗ шӑрчӑка ҫӗр ҫинчи курӑка та, нимӗнле ешӗлӳсене те, нимӗнле йывӑҫа та сиен тума хушман; ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ. |
|
| 5 |
|
| Ӑна вӗсене вӗлерме каламан, пилӗк уйӑх хушши асаплантарма ҫеҫ хушнӑ; вӑл асаплантарни — ҫынна скорпион сӑхса асаплантарни пек. |
|
| 6 |
|
| Ҫав кунсенче ҫынсем вилӗм шырӗҫ те — ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ — вилӗм вӗсенчен тарӗ. |
|
| 7 |
|
| Хӗрлӗ шӑрчӑкӗ вӑрҫа кайма хатӗрленнӗ лашасем евӗрлехчӗ; унӑн пуҫӗсем ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль пекки, пичӗ — этем пичӗ пек; |
|
| 8 |
|
| ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек; шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пек; |
|
| 9 |
|
| хытӑ тирӗ — вӑрҫӑ тумтирӗ пек, тимӗр тумтир пек; ҫуначӗсем шавлани — темӗн чухлӗ урхамах вӑрҫа вирхӗнсе пынӑ чухне ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек. |
|
| 10 |
|
| Хӳрисем — скорпион хӳри пек; хӳринче сӑнни пур; ӑна пилӗк уйӑх хушши ҫынсене сиен кӑтартса тӑма ирӗк панӑччӗ. |
|
| 11 |
|
| Унӑн патши — тӗпсӗр вырӑн ангелӗ; ҫав ангел ячӗ еврейла — Аваддон, грекла — Аполлион. |
|
| 12 |
|
| Пӗр хуйхӑ иртрӗ; акӑ ун хыҫӗнчен тата икӗ хуйхӑ килет. |
|
| 13 |
|
| Улттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ Турӑ умӗнче ларакан ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен килекен сасса илтрӗм; |
|
| 14 |
|
| ҫав сасӑ трупа тытнӑ улттӑмӗш ангела каларӗ: аслӑ Евфрат шывӗ хӗрринче ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ ангела ирӗке кӑлар, терӗ. |
|
| 15 |
|
| Этемсен виҫҫӗмӗш пайне пӗтерме палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке кӑларчӗҫ. |
|
| 16 |
|
| Утлӑ ҫарӑн йышӗ икӗ вунӑ пин хут вунӑ пинччӗ: унӑн йышне илтрӗм эпӗ. |
|
| 17 |
|
| Хама кӑтартнине курса тӑнӑ чухне эпӗ лашасемпе вӗсене утланнисене ҫакӑн евӗрлӗ куртӑм: вӗсем ҫийӗнче вут-ҫулӑм тӗслӗ, гиацинт тата кӳкӗрт тӗслӗ вӑрҫӑ тумтирӗччӗ; лашисен пуҫӗ — арӑслан пуҫӗ пек; вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм, тӗтӗм, кӳкӗрт тапа-тапа тухать. |
|
| 18 |
|
| Вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан ҫавӑ виҫӗ асаппа — вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе, кӳкӗртпе — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ; |
|
| 19 |
|
| лашисен вӑйӗ ҫӑварӗпе хӳринчеччӗ; вӗсенӗн хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ, вӗсен пуҫӗ те пурччӗ — вӗсем ҫав пуҫпа сиен турӗҫ. |
|
| 20 |
|
| Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; |
|
| 21 |
|
| ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ. |
|
|
|
|