|
| 1 |
|
| Авимелех вилнӗ хыҫҫӑн Израиле ҫӑлма Фола ҫӗкленнӗ. Вӑл Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ, ун ашшӗ Фуа пулнӑ, Фуа ашшӗ Додов пулнӑ. Вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинчи Шамир хулинче пурӑннӑ. |
|
| 2 |
|
| Вӑл ҫирӗм виҫӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ, Фола вилнӗ, ӑна Шамирта пытарнӑ. |
|
| 3 |
|
| Ун хыҫҫӑн Галаад ҫӗрӗнчен Иаир ҫӗкленнӗ, вӑл ҫирӗм икӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ. |
|
| 4 |
|
| Унӑн вӑтӑр [икӗ] ывӑл пулнӑ, вӗсем вӑтӑр [икӗ] ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ, вӗсен вӑтӑр [икӗ] хула пулнӑ; паян кунчченех вӗсене Иаир хулисем теҫҫӗ, вӗсем Галаад ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ. |
|
| 5 |
|
| Иаир вилнӗ, ӑна Камон хулине пытарнӑ. |
|
| 6 |
|
| Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, вӗсем Ваалсемпе Астартӑсене, арамейсен туррисене, Сидон туррисене, моавсен туррисене, аммонсен туррисене, филистимсен туррисене пуҫҫапнӑ; Ҫӳлхуҫана маннӑ, Уншӑн ӗҫлемен. |
|
| 7 |
|
| Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле филистимсемпе аммонсен аллине панӑ; |
|
| 8 |
|
| Иордан леш енче, Галаада кӗрекен аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене вӗсем вунсакӑр ҫул хушши хӗссе тӑнӑ, асаплантарнӑ. |
|
| 9 |
|
| Юлашкинчен, Аммон ывӑлӗсем Иудӑпа Вениамина тата Ефрем килне хирӗҫ ҫапӑҫма Иордан урлӑ каҫнӑ. Израиль ывӑлӗсене калама ҫук йывӑр килнӗ. |
|
| 10 |
|
| Израиль ывӑлӗсем вара Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархасланӑ, ҫапла каланӑ вӗсем: хамӑрӑн Туррӑмӑра манса, Ваала пуҫҫапса, эпир Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, тенӗ. |
|
| 11 |
|
| Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене каланӑ: сире Египет ҫыннисем, аморрейсем, аммонсем, филистимсем, |
|
| 12 |
|
| Сидон ҫыннисем, амаликсем, моавсем хӗсӗрлеменччӗ-и, эсир Мана тархасласан вара Эпӗ сире вӗсен аллинчен хӑтарманччӗ-и? |
|
| 13 |
|
| Эсир вара, Мана манса, ытти турӑсене пуҫҫапма тытӑнтӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире урӑх ҫӑлассӑм ҫук; |
|
| 14 |
|
| кайӑр та хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсене йӑлӑнӑр, хӑвӑршӑн хӗн-асаплӑ вӑхӑтра сире ҫавсем ҫӑлса тӑччӑр, тенӗ. |
|
| 15 |
|
| Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫылӑха кӗтӗмӗр эпир; Эсӗ пире мӗн тӑвас тетӗн, ҫавӑн пек ту, анчах халӗ хӑтарсамччӗ пире, тенӗ. |
|
| 16 |
|
| Вара вӗсем ют турӑсене пуҫҫапма пӑрахнӑ та Ҫӳлхуҫана [анчах] ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиль асапланнине текех чӑтса тӑрайман. |
|
| 17 |
|
| Аммонсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та Галаадра тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ; Израиль ывӑлӗсем те пуҫтарӑннӑ, вӗсем Массифа теекен вырӑна тапӑра тӑнӑ. |
|
| 18 |
|
| Халӑхпа Галаад ҫулпуҫӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: кам та кам аммонсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫлать, ҫавӑ пӗтӗм Галаад пуҫлӑхӗ пулӗ, тенӗ. |
|
|
|
|