|
| 1 |
|
| Ефрем ывӑлӗсем шыв урлӑ каҫса Севина хулине пуҫтарӑннӑ та Иеффая ӳпкеленӗ: аммонсемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн эсӗ пире чӗнмерӗн? эпир сана хӑвӑн килӳ-ҫуртупа пӗрле вутпа ҫунтарса яратпӑр, тенӗ. |
|
| 2 |
|
| Иеффай вӗсене каланӑ: эпӗ тата ман халӑхӑм аммонсемпе вӑйлӑ хирӗҫнӗччӗ; эпӗ сире чӗнтӗм, анчах эсир мана вӗсен аллинчен ҫӑлмарӑр; |
|
| 3 |
|
| эсӗ мана ҫӑлас ҫуккине курсан, эпӗ, пурӑнӑҫӑма хӗрхенмесӗр, аммонсене хирӗҫ тухрӑм, Ҫӳлхуҫа вӗсене ман аллӑма ӳкерчӗ; мӗншӗн эсир халӗ манпа ҫапӑҫма килтӗр? тенӗ. |
|
| 4 |
|
| Иеффай вара пӗтӗм Галаад халӑхне пухнӑ та Ефрем ывӑлӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Галаад халӑхӗ Ефрем ывӑлӗсене пӗтерсе тӑкнӑ, каланӑ вӗсене: эсир — Ефрем таркӑнӗсем, Галаад вара Ефрем хушшинче, Манассия хушшинче пурӑнать, тенӗ. |
|
| 5 |
|
| Галаад ҫыннисем Ефрем ывӑлӗсенчен Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫине туртса илнӗ, Ефрем йӑхӗнчен чӗрӗ юлнисем кам та пулин «Мана тепӗр енне каҫма ирӗк парсамӑр» тесен, Галаад ҫыннисем унран: эсӗ Ефрем ҫынни мар-и? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: ҫук, Ефрем мар, тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Галаадсем ӑна: «шибболет тесе кала-ха» тенӗ, лешӗ тӗрӗс калайман, «сибболет» тенӗ. Вара ҫав ҫынна Иордан хӗрринче шыв каҫҫи патӗнчех чиксе пӑрахнӑ. Ҫавӑн чухне Ефрем ывӑлӗсенчен хӗрӗх икӗ пин ҫын пӗтнӗ. |
|
| 7 |
|
| Иеффай ултӑ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ, Галаад ҫынни Иеффай вилнӗ, ӑна Галаадри пӗр хулара пытарнӑ. |
|
| 8 |
|
| Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Вифлеем ҫынни Есевон пулнӑ. |
|
| 9 |
|
| Унӑн вӑтӑр ывӑл пулнӑ, ун килӗнчен вӑтӑр хӗр [качча] тухнӑ, ывӑлӗсем валли айккинчен хӗр илсе, вӑтӑр кин кӳртнӗ, Есевон ҫичӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ. |
|
| 10 |
|
| Есевон вилнӗ, ӑна Вифлеемра пытарнӑ. |
|
| 11 |
|
| Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Завулон йӑхӗнчен тухнӑ Елон пулнӑ, вунӑ ҫул хушши Израиле сут туса тӑнӑ. |
|
| 12 |
|
| Завулон ҫынни Елон вилнӗ, ӑна Завулон ҫӗрӗнчи Аиалон хулинче пытарнӑ. |
|
| 13 |
|
| Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Авдон — Гиллел ывӑлӗ, Пирафон ҫынни — пулнӑ. |
|
| 14 |
|
| Унӑн хӗрӗх ывӑлпа вӑтӑр мӑнук пулнӑ, вӗсем ҫитмӗл ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ; вӑл Израиле сакӑр ҫул хушши сут туса тӑнӑ. |
|
| 15 |
|
| Авдон — Гиллел ывӑлӗ, Пирафон ҫынни — вилнӗ, ӑна Ефрем ҫӗрӗнчи Амалик тӑвӗ ҫинче ларакан Пирафон хулинче пытарнӑ. |
|
|
|
|