БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Израильсем Массифа хулинче тупа туса каланӑ: пирӗнтен нихӑшӗ те хӑй хӗрне Вениамин ывӑлне качча парас ҫук, тенӗ. |
| 2 |
| Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ, |
| 3 |
| каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ. |
| 4 |
| Тепӗр кунне халӑх ир-ирех тӑнӑ та ҫавӑнта парне вырӑнӗ тунӑ, унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ. |
| 5 |
| Израиль ывӑлӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухӑва Израиль йӑхӗсенчен кам килмесӗр юлнӑ? тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменнисене хӑрушӑ ылханпа ылханнӑ, ҫав ҫынсене вилӗм аллине памалла, тенӗ. |
| 6 |
| Израиль ывӑлӗсем Вениамина, хӑйсен тӑванне, хӗрхеннӗ: Израилӗн пӗр йӑхӗ касӑлса ӳкрӗ-ҫке, тенӗ; |
| 7 |
| эпир, хамӑр хӗрсене вӗсене качча памӑпӑр тесе, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа турӑмӑр, халь ӗнтӗ чӗрӗ юлнисене ӑҫтан арӑм илсе памалла? тенӗ. |
| 8 |
| Каланӑ вӗсем: Израиль йӑхӗсенчен Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменни кам та пулин ҫук-и? тенӗ. Вара тупнӑ: Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулинчен Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухӑва никам та килмен пулнӑ иккен. |
| 9 |
| Пӗтӗм халӑха пӑхса тухнӑ, чӑнах, унта Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулинчен пӗр ҫын та пулман. |
| 10 |
| Вара халӑх ҫавӑнта вуникӗ пин вӑйпитти ҫын янӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: кайӑр та Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулине, унта пурӑнакансене хӗҫпе вӗлерсе тухӑр, хӗрарӑмсемпе ачасене те пӗтерӗр; |
| 11 |
| акӑ мӗнле тӑвӑр: кирек мӗнле арҫынна та, арҫынпа хутӑшнӑ кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗтмелле тупалӑр, [хӗрӗсене вара чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ. Ҫавӑн пек тунӑ та]. |
| 12 |
| Вӗсем, Галаадри Иавис ҫыннисем хушшинчен арҫынпа хутӑшман тӑватҫӗр хӗр тупса, вӗсене Ханаан ҫӗрӗнчи Силома илсе килнӗ. |
| 13 |
| Халӑх вара Риммон ту хысакӗ хушшине пытаннӑ Вениамин ывӑлӗсем патне вӗсемпе калаҫса пӑхма ҫынсем янӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма пулни ҫинчен пӗлтернӗ. |
| 14 |
| Вениамин ывӑлӗсем [израильсем патне] таврӑннӑ, вӗсене [израильсем] Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хӗрарӑмӗсенчен чӗрӗ хӑварнӑ хӗрсене качча панӑ; анчах та хӗрсем ҫитмен. |
| 15 |
| Вениаминшӑн, Ҫӳлхуҫа Израиль йӑхӗсене тӗрӗс-тӗкел хӑварманшӑн халӑх питӗ пӑшӑрханнӑ. |
| 16 |
| Халӑх пуҫлӑхӗсем каланӑ вара: ыттисене те арӑмлӑ тӑвас тесен мӗн тумалла-ши пирӗн? Вениаминӑн хӑйӗн хӗрарӑм ҫук, вӗсене вӗлерсе пӗтернӗ, тенӗ. |
| 17 |
| Тата каланӑ: Вениамин йӑхӗ Израиль хушшинчен ан ҫухалтӑр, ҫавӑнпа унӑн еткер ҫӗрӗ чӗрӗ юлнӑ Вениамин ывӑлӗсене пултӑр, тенӗ; |
| 18 |
| анчах эпир вӗсене хамӑр хӗрсене качча параймастпӑр; мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Вениамина хӗр паракан ылханлӑ пултӑр тесе тупа турӗҫ, тенӗ. |
| 19 |
| Тата каланӑ: кашни ҫулах Силом хулинче Ҫӳлхуҫа уявӗ пулать, хули вӑл Вефиль хулинчен ҫурҫӗр енче, Вефильтен Сихеме каякан ҫултан тухӑҫ енче, Левона хулинчен кӑнтӑр енче ларать, тенӗ. |
| 20 |
| Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, |
| 21 |
| астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; |
| 22 |
| хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ. |
| 23 |
| Вениамин ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ та: вӑйӑ картине тухнӑ хӗрсем хушшинчен кашнийӗ хӑй валли арӑм вӑрласа кайнӑ, хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ, унта хуласем лартса пурӑна пуҫланӑ. |
| 24 |
| Израильсем те ӗнтӗ унтан кашнийӗ хӑйӗн йӑхне, хӑйӗн ӑрӑвне саланнӑ, кайран вара кашнийӗ хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ. |
| 25 |
| Ҫав вӑхӑтра Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/judges/021.mp3
21
21