|
| 1 |
|
| Ефрем ывӑлӗсем Гедеона ӳпкеленӗ: мадиансемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн пире чӗнмерӗн? тенӗ. Вӗсем унпа вӑйлӑ хирӗҫнӗ. |
|
| 2 |
|
| [Гедеон] вӗсене каланӑ: ара, эсир халь мӗн тунине тӑвайрӑм-и эпӗ? Ефрем юлашки иҫӗм ҫырлине татсах пӗтӗм пахчана татнӑ Авиезертан телейлӗрех пулмарӗ-и? |
|
| 3 |
|
| Турӑ мадиансен ҫулпуҫӗсене Оривпа Зива сирӗн аллӑра пачӗ, ара, эпӗ сирӗн пек тӑвайрӑм-и? тенӗ. Гедеон ҫапла каласан, ӑна ӳпкелекенсен кӑмӑлӗ ҫырлахса лӑпланнӑ. |
|
| 4 |
|
| Гедеон Иордан хӗррине аннӑ, хӑй те, хӑйпе пӗрле пынӑ виҫҫӗр ҫын та тепӗр енне каҫнӑ. Тӑшмансене хӑваласа вӗсем ӗшенсе [тата выҫса] ҫитнӗ пулнӑ. |
|
| 5 |
|
| Вӑл Сокхоф ҫыннисене каланӑ: ман хыҫран пыракан халӑха ҫӑкӑр парсамӑр; вӗсем халтан кайнӑ, эпӗ Зевейпе Салмана, мадиансен патшисене, малалла хӑвалатӑп, тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Сокхоф пуҫлӑхӗсем каланӑ: ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнӗ те-им, мӗншӗн пирӗн сан ҫарна ҫӑкӑр памалла? тенӗ. |
|
| 7 |
|
| Гедеон каланӑ вӗсене: ҫакӑншӑн, Зевейпе Салмана Ҫӳлхуҫа ман аллӑма парсассӑн, эпӗ сирӗн ҫан-ҫурӑмӑра пушхир кӳкенӗпе тата шӑллӑ тӑпачӑпа тӑпӑлтарӑп, тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Унтан вӑл Пенуэл хулине ҫитнӗ, унта пурӑнакансене те ҫавнах каланӑ, Пенуэл халӑхӗ те ӑна Сокхоф ҫыннисем хуравланӑ пекех хуравланӑ. |
|
| 9 |
|
| Вӑл Пенуэл ҫыннисене каланӑ: ҫапӑҫу хыҫҫӑн таврӑнсан, ҫак пашнене тӗппипе аркатӑп, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Зевейпе Салман ӗнтӗ Каркор теекен вырӑна тарнӑ, вӗсемпе пӗрле пӗр вунпилӗк пинлӗ ҫар, тухӑҫ ҫыннисен ҫарӗнчен чӗрӗ юлнисем, пулнӑ; хӗҫне кӑларнӑ ҫынсенчен ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтнӗ. |
|
| 11 |
|
| Гедеон кайран Новӑпа Иогбега хулисенчен тухӑҫ енче, чатӑрсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ те вӗсен пӗр шухӑшсӑр тӑракан тапӑрне аркатса тӑкнӑ. |
|
| 12 |
|
| Зевейпе Салман малалла тарнӑ; Гедеон вӗсене хыҫран хӑваласа кайнӑ та мадиансен патшисене, Зевейпе Салмана, иккӗшне те ярса тытнӑ, ҫапла пӗтӗм тапӑра шуйхатса ӳкернӗ. |
|
| 13 |
|
| Гедеон, Иоас ывӑлӗ, вӑрҫӑран вара Херес сӑртлӑхне ҫитсен таврӑннӑ. |
|
| 14 |
|
| Вӑл пӗр Сокхоф ачине тытнӑ та унран Сокхоф пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ; ача ҫитмӗл ҫичӗ ҫын ятне ҫырса панӑ. |
|
| 15 |
|
| Вара Гедеон Сокхоф хулине пынӑ та каланӑ унти халӑха: акӑ Зевейпе Салман, вӗсене пула манран кулманччӗ-и эсир, «ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнӗ те-им, мӗншӗн пирӗн сан ӗшеннӗ ҫыннусене ҫӑкӑр памалла» теменччӗ-и? тенӗ. |
|
| 16 |
|
| Вӑл ӗнтӗ хулан аслӑ ҫыннисене пухнӑ та, пушхир кӳкенӗпе шӑллӑ тӑпачӑ илсе, Сокхоф ҫыннисене ҫавӑнпа асап кӑтартнӑ; |
|
| 17 |
|
| Пенуэл пашнине те ишсе антарнӑ, хула ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ. |
|
| 18 |
|
| Зевейпе Салмана каланӑ: эсир Фавор тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ ҫынсем мӗнлерехчӗ? тенӗ. Лешӗсем каланӑ: вӗсем сан евӗрлӗччӗ, кашнийӗ патша ывӑлӗ пекехчӗ, тенӗ. |
|
| 19 |
|
| [Гедеон] каланӑ: манӑн тӑванӑмсем, аннемӗн ывӑлӗсем пулнӑ вӗсем. Ҫӳлхуҫа курать! эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсассӑн, эпӗ сире вӗлермен пулӑттӑм, тенӗ. |
|
| 20 |
|
| Вара вӑл хӑйӗн малтанхи ывӑлне Иефера каланӑ: тӑр, вӗлер вӗсене, тенӗ. Анчах та яш ачи ҫамрӑк пулнӑ-ха, хӗҫне кӑларма хӑранӑ. |
|
| 21 |
|
| Зевейпе Салман каланӑ: тӑр та ху вӗлер пире, мӗншӗн тесессӗн ҫынна кура вӑйӗ, тенӗ. Гедеон тӑнӑ та Зевейпе Салмана вӗлернӗ, унтан вӗсен тӗвисен мӑйӗнчен ҫакса янӑ тӑхисене салтса илнӗ. |
|
| 22 |
|
| Израиль халӑхӗ Гедеона каланӑ: эсӗ пире мадиансен аллинчен хӑтартӑн, ҫавӑнпа пирӗн пуҫ пул, ывӑлу та, ывӑлун ывӑлӗ те пире тытса тӑччӑр, тенӗ. |
|
| 23 |
|
| Гедеон вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн пуҫ пулаймӑп, ман ывӑлӑм та пуҫ пулаймӗ; сире Ҫӳлхуҫа тытса тӑтӑр, тенӗ. |
|
| 24 |
|
| Гедеон вӗсене тата ҫапла каланӑ: эпӗ сирӗнтен пӗр япала ҫеҫ ыйтатӑп, хӑвӑр тупӑшӑртан мана кашнийӗ пӗрер хӑлха алки патӑр, тенӗ. [Тӑшмансен ку япала нумай пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, Измаил ывӑлӗсем, хӑлха алкипе ҫӳренӗ.] |
|
| 25 |
|
| Халӑх: паратпӑр, тенӗ. Вара тумтир сарса хунӑ та кашнийӗ ҫавӑнта хӑй тупӑшӗнчен пӗрер хӑлха алки пӑрахса панӑ. |
|
| 26 |
|
| Гедеон ыйтса илнӗ ылтӑн алкасем пин те ҫичҫӗр ылтӑн [сикль] тайнӑ, унсӑр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӑха, тӳме, мадиансен патшисенчен хывса илнӗ хӗрхӗлтӗм тум тата тӗвесен мӑйӗнчен салтса илнӗ ылтӑн вӑчӑра пуҫтарӑннӑ. |
|
| 27 |
|
| Ҫакӑнтан Гедеон ефод тунӑ, ӑна вӑл хӑй хулинче, Офрӑра, упранӑ, Израиль халӑхӗ ӗнтӗ ҫавӑнта пуҫҫапма ҫӳре пуҫланӑ, Гедеонпа унӑн пӗтӗм килӗшӗн вӑл серепе пулнӑ. |
|
| 28 |
|
| Ҫапла вара мадиансем Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ та урӑх пуҫ ҫӗклемен, Гедеон вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫинче хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ. |
|
| 29 |
|
| Ӗнтӗ Иероваал, Иоас ывӑлӗ, килне таврӑннӑ, хӑйӗн килӗнче пурӑннӑ. |
|
| 30 |
|
| Гедеонӑн ҫитмӗл ывӑл пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ун арӑм нумай пулнӑ. |
|
| 31 |
|
| Унӑн ҫум-арӑм та пулнӑ, вӑл Сихем хулинче пурӑннӑ, ҫавӑ ӑна ывӑл ҫуратса панӑ, Гедеон ӑна Авимелех ятлӑ хунӑ. |
|
| 32 |
|
| Гедеон, Иоас ывӑлӗ, ватта ҫитсе вилнӗ, ӑна Авиезер ӑрӑвӗн хулинче Офрӑра ашшӗ тупӑклӑхне пытарнӑ. |
|
| 33 |
|
| Гедеон вилсен Израиль ывӑлӗсем каллех Ваалсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме пуҫланӑ, вӗсем Ваалверифа хӑйсен турри вырӑнне хунӑ; |
|
| 34 |
|
| Израиль ывӑлӗсем хӑйсене йӗри-тавраллах хупӑрласа тӑнӑ пур тӑшман аллинчен те хӑтарса тӑнӑ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине аса та илмен; |
|
| 35 |
|
| вӗсем Израиле нумай ырӑ тунӑ Иероваал, е Гедеон, килне те хисеплеме пӗлмен. |
|
|
|
|