|
| 1 |
|
| Ноеминӗн упӑшки енчен пӗр хурӑнташӗ пулнӑ, вӑл питӗ сумлӑ ҫын шутланнӑ, вӑл Елимелех йӑхӗнчен пулнӑ, ӑна Вооз тесе чӗннӗ. |
|
| 2 |
|
| Моав хӗрӗ Руфь Ноемине каланӑ: эпӗ хире каям та, кам мана кӑмӑллӑ пулӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пучах пуҫтарса ҫӳрем, тенӗ. Лешӗ ӑна: каях, хӗрӗм, тенӗ. |
|
| 3 |
|
| Вара вӑл хире кайнӑ та тырӑ выракансем хыҫӗнчен пучах пуҫтарса ҫӳренӗ. Вӑл пучах пуҫтарса ҫӳрекен хир Елимелех йӑхӗнчи Вооз ҫӗрӗ, унӑн пай ҫӗрӗ, пулнӑ. |
|
| 4 |
|
| Акӑ Вооз Вифлеемрен ҫитнӗ те тырӑ выракансене: Турӑ пулӑштӑр сире! тенӗ. Вӗсем Вооза хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр! тенӗ. |
|
| 5 |
|
| Вооз тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫинчен ыйтнӑ: ку ҫамрӑк хӗрарӑм ӑҫтискер? тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫӑ каланӑ: ку ҫамрӑк арӑм — Моав хӗрӗ, Моав хирӗнчен Ноеминьпе пӗрле килнӗ; |
|
| 7 |
|
| вӑл: «эпӗ выракансем хыҫӗнчен кӗлтесем хушшипе пучах пуҫтарса ҫӳрем-ха» терӗ; ӗнтӗ иртен пуҫласа каҫчен ҫӳрет; вӑл килӗнче те сахал пулать, тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Вооз вара Руфе каланӑ: итле-ха, хӗрӗм, пучах пухма урӑх ана ҫине ан кай, кунтан ан кай, ҫакӑнта манӑн хӗрарӑм тарҫӑмсемпе пӗрле ҫӳре; |
|
| 9 |
|
| санӑн куҫу умӗнче вӗсем выракан ана пултӑр, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳре; эпӗ тарҫӑмсене хытарсах каларӑм: вӗсем сана тивмӗҫ; ӗҫессӳ килсессӗн манӑн тарҫӑсем ӗҫекен савӑтран ӑсса ӗҫ, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Руфь ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗпе ҫӗре ҫити тайӑлса ҫапла каланӑ: саншӑн мӗн тӗлӗшрен кӑмӑллӑ пултӑм-ши, эпӗ ют ҫӗр ҫынни пулсассӑн та, эсӗ мана ҫапла хапӑл йышӑнатӑн? тенӗ. |
|
| 11 |
|
| Вооз ӑна хуравласа каланӑ: упӑшку вилсессӗн эсӗ хунямушӑн мӗн-мӗн тунине эпӗ илтсеттӗм: эсӗ — аҫу-аннӳне, ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывна хӑварса — хунямупа пӗрле ют халӑх хушшине килсе кӗнӗ, ҫак халӑха эсӗ ӗнер те, виҫӗмкун та пӗлмен-ҫке; |
|
| 12 |
|
| ҫак ӗҫӳшӗн сана Ҫӳлхуҫа тивӗҫлипех тӳлетӗр, эсӗ Унӑн ҫуначӗ айӗнче хӳтӗленсе тӑма килнӗ; Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана ҫавӑншӑн мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр! тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Руфь ӑна каланӑ: эй хуҫамӑм, санӑн кӑмӑлна курмалла пуласчӗ манӑн! эсӗ манӑн чуна йӑпатрӑн, мана — хӑвӑн чуруна — ырӑ сӑмах каларӑн, эпӗ вара санӑн пӗр хӗрарӑм чуру тӗшне те тӑмастӑп, тенӗ. |
|
| 14 |
|
| Вооз ӑна каланӑ: кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, кил, ҫӑкӑр ҫиме лар, татӑкна сӗрхе ҫине пуҫса ҫи, тенӗ. Руфь тырӑ выракансем ҫумне пырса ларнӑ. Вооз ӑна ҫӑкӑр касса панӑ; лешӗ ҫинӗ, тӑраннӑ, ытлашшийӗ те юлнӑ. |
|
| 15 |
|
| Вара пучах пуҫтарма тӑнӑ. Вооз хӑйӗн тарҫисене хытарсах каланӑ: кӗлтесем хушшинче те пуҫтарса ҫӳретӗр вӑл, эсир ӑна ан кӳрентерӗр; |
|
| 16 |
|
| кӗлтерен те пучах тӑккаласа хӑварӑр, пуҫтартӑрах вӑл, [ҫиессе те ҫитӗр,] эсир ӑна ан ӳпкелӗр, тенӗ. |
|
| 17 |
|
| Ҫапла Руфь ана ҫинче иртен пуҫласа каҫчен пуҫтарса ҫӳренӗ, унтан вӑл мӗн пуҫтарнине ҫапнӑ та, унӑн пӗр ефана яхӑн урпа тухнӑ. |
|
| 18 |
|
| Руфь, урпине илсе, хулана таврӑннӑ, мӗн чухлӗ пуҫтарнине хунямӑшне кӑтартнӑ. Унтан [Руфь] хӑй ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн юлнӑ ҫӑкӑр татӑкне [хӗвӗнчен кӑларса] хунямӑшне панӑ. |
|
| 19 |
|
| Хунямӑшӗ ӑна каланӑ: эсӗ паян ӑҫта пуҫтарса ҫӳрерӗн, ӑҫта ӗҫлерӗн? сана йышӑннӑ ҫынна пиллӗх пултӑр! тенӗ. [Руфь] хӑй кам патӗнче ӗҫлесе ҫӳренине хунямӑшне каласа кӑтартнӑ: эпӗ паян Вооз ятлӑ ҫын патӗнче ӗҫлесе ҫӳрерӗм, тенӗ. |
|
| 20 |
|
| Ноеминь хӑйӗн кинне каланӑ: чӗррисене те, вилнисене те ырӑлӑх тунӑшӑн ӑна Ҫӳлхуҫаран пиллӗх пултӑр! тенӗ. Ноеминь ӑна тата каланӑ: вӑл пире ҫывӑх ҫын; вӑл пирӗн хурӑнташ пулать, тенӗ. |
|
| 21 |
|
| Моав хӗрӗ Руфь [хӑйӗн хунямӑшне] каланӑ: вӑл мана тата ҫапла каларӗ: ман тырра вырса пӗтеричченех эсӗ манӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле ҫӳре терӗ, тенӗ. |
|
| 22 |
|
| Ноеминь хӑй кинне Руфе каланӑ: хӗрӗм, унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе ҫӳрени лайӑх-ха вӑл, урӑх ана ҫине кайса хур курса ҫӳрес ҫук, тенӗ. |
|
| 23 |
|
| Ҫапла вара, Руфь Воозӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳренӗ, урпапа тулӑ вырса пӗтеричченех Вооз ани ҫинче [пучах] пуҫтарнӑ, пурӑнасса вӑл хунямӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ. |
|
|
|
|