|
| 1 |
|
| Ноеминь, хунямӑшӗ, Руфе каланӑ: хӑвна лайӑх пултӑрччӗ тесессӗн, хӳтӗлӗх шырамалла мар-ши санӑн? |
|
| 2 |
|
| Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; |
|
| 3 |
|
| ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; |
|
| 4 |
|
| вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ. |
|
| 5 |
|
| [Руфь] ӑна: пӗтӗмпех эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Вара анкартине кайнӑ, хунямӑшӗ епле хушнӑ, ҫапла тунӑ. |
|
| 7 |
|
| Вооз ӗҫнӗ-ҫинӗ, чӗрине савӑнтарнӑ, кайран капан ҫумне ҫывӑрма выртнӑ. Руфь ӗнтӗ, хуллен пырса, унӑн ури вителӗкне сирнӗ те ури вӗҫне выртнӑ. |
|
| 8 |
|
| Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Вооз шартах сиксе вӑраннӑ та тӑрса ларнӑ: акӑ ун ури вӗҫӗнче хӗрарӑм выртать. |
|
| 9 |
|
| [Вооз унран]: кам эсӗ? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ санӑн чуру Руфь, хӑвӑн чуруна ҫунатупа витсемччӗ: эсӗ манӑн хурӑнташӑм-ҫке, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| [Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн; |
|
| 11 |
|
| ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ; |
|
| 12 |
|
| чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур; |
|
| 13 |
|
| кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! Ирччен ҫывӑрах, тенӗ. |
|
| 14 |
|
| Ҫапла Руфь унӑн ури вӗҫӗнче ирччен ҫывӑрнӑ, ирхине вара тул ҫутӑличченех — пӗр-пӗрне уҫӑмлӑн куричченех — тӑнӑ. Вооз каланӑ: анкартине хӗрарӑм килнине ан пӗлччӗр, тенӗ. |
|
| 15 |
|
| Вӑл тата каланӑ: пӗркенчӗкне пар-ха, тытса тӑр-ха, тенӗ. Руфь ӗнтӗ ҫапла тунӑ, Вооз, [ӑна] ултӑ виҫе урпа ярса парса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ; хӑй хуланалла утнӑ. |
|
| 16 |
|
| [Руфь] ӗнтӗ хунямӑшӗ патне таврӑннӑ. Лешӗ [унран] ыйтнӑ: хӗрӗм, мӗн калӑн? тенӗ. Руфь вара хунямӑшне ҫав ҫын мӗн тунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ: |
|
| 17 |
|
| вӑл мана ҫак ултӑ виҫе урпана парса ячӗ, хуняму патне пушӑ алӑпа ан таврӑн терӗ, тенӗ. |
|
| 18 |
|
| Хунямӑшӗ каланӑ: ӗҫ мӗнле татӑличчен кӗт-ха, хӗрӗм; вӑл ҫын паянхи кун ку ӗҫе вӗҫлемесӗр лӑпланас ҫук, тенӗ. |
|
|
|
|