БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ефрем тӑвӗ ҫинчи Рамафаим-Цофим хулинче пӗр ҫын, Ефрафа ҫынни, пурӑннӑ. Ӑна Елкана тесе чӗннӗ. Вӑл Иерохам ывӑлӗ пулнӑ, Иерохам — Илий ывӑлӗ, Илий — Тоху ывӑлӗ, Тоху вара Цуф ывӑлӗ пулнӑ; |
| 2 |
| Елканӑн икӗ арӑм пулнӑ: пӗрне Анна, тепӗрне Феннана тесе чӗннӗ; Феннанӑн ача пулнӑ, Аннӑн ача пулман. |
| 3 |
| Палӑртнӑ кунсенче ҫак ҫын Саваоф Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма тата ӑна парне кӳме хӑйӗн хулинчен Силома ҫӳренӗ; унта [Илий тата] унӑн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, Ҫӳлхуҫа священникӗсем пулнӑ. |
| 4 |
| Парне кӳнӗ кун Елкана унӑн пайӗсене хӑйӗн арӑмне Феннанӑна тата унӑн мӗнпур ывӑлӗпе хӗрне уйӑрса панӑ; |
| 5 |
| Аннӑна вара [унӑн ача ҫук тесе] ятарлӑ пай панӑ; Ҫӳлхуҫа Аннӑн варне хупӑ тытнӑ пулин те, упӑшки ӑна [Феннанӑна юратнинчен ытларах] юратнӑ. |
| 6 |
| Феннана Аннӑна кулянтарсах тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа унӑн варне хупӑ тытнине аса илтерсе, ӳпкелешмелли сӑлтав тупа-тупа панӑ. |
| 7 |
| Турӑ Ҫуртне кайса килмессерен, кашни ҫулах, ҫапла пулнӑ: лешӗ хурлантарнӑ, ку вара йӗнӗ [те ӳпкелешнӗ], апат та ҫимен. |
| 8 |
| Елкана, упӑшки, ӑна ҫапла каланӑ: Анна! [Лешӗ: эпӗ кунтах, тенӗ. Елкана каланӑ:] мӗншӗн йӗретӗн-ха, мӗншӗн ҫиместӗн, мӗншӗн чӗрӳ хурланать-ха санӑн? эпӗ саншӑн вунӑ ывӑлтан та лайӑхрах мар-и вара? тенӗ. |
| 9 |
| Пӗррехинче, Силомра пӗрле ӗҫсе ҫинӗ хыҫҫӑн, Анна вырӑнтан ҫӗкленнӗ те [Ҫӳлхуҫа умне тӑнӑ]. Ҫав вӑхӑтра Илий священник Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗ умӗнчи ларкӑч ҫинче ларнӑ-мӗн. |
| 10 |
| Анна, пӗтӗм чун-чӗререн хурланса, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, татӑлса макӑрнӑ, |
| 11 |
| вӑл ҫапла каласа тупа тунӑ: эй [Пурне те Тума Пултаракан Турӑ,] Саваоф Ҫӳлхуҫа! Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ. |
| 12 |
| Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче чылайччен кӗлтунӑ хушӑра Илий унӑн тути-ҫӑварӗ ҫине пӑхса тӑнӑ; |
| 13 |
| Анна хӑй ӑшӗнче каланӑран, сассине кӑлармасӑр тути-ҫӑварне ҫеҫ хускатнӑран Илий ӑна ӳсӗр пулӗ тесе шутланӑ. |
| 14 |
| Вара Илий ҫапла каланӑ: хӑҫанччен ӳсӗр пулӑн эсӗ? эрехӳнтен урӑл [та Турӑ умӗнчен кай], тенӗ. |
| 15 |
| Анна ҫапла хуравласа каланӑ: апла мар, хуҫамӑм; эпӗ — чун-чӗререн хурланакан арӑм, эрех те, ҫиккер те ӗҫмен эпӗ; чунӑма Ҫӳлхуҫа умӗнче уҫса патӑм; |
| 16 |
| хӑвӑн чуруна юрӑхсӑр хӗрарӑм тесе ан шутла, эпӗ хама чӑтма ҫук хурлӑх пуснӑран ҫапла нумайччен калаҫрӑм, тенӗ. |
| 17 |
| Илий ҫапла хуравласа каланӑ: лӑпланса каях эппин, Израиль Турри эсӗ Унран мӗн ыйтнине пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ. |
| 18 |
| Анна вара каланӑ: санӑн чуру сан куҫу умӗнче ырӑлӑх туптӑрччӗ! тенӗ. Вӑл ӗнтӗ хӑй ҫулӗпе кайнӑ, апат та ҫинӗ, унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман. |
| 19 |
| Вӗсем ирпеле тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ, унтан Рамӑна, хӑйсен килне, таврӑннӑ. Елкана хӑйӗн арӑмӗпе Аннӑпа хутшӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Аннӑна аса илнӗ. |
| 20 |
| Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ. |
| 21 |
| Унӑн упӑшки Елкана хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле [Силома] — Ҫӳлхуҫана ҫулсерен кӳрекен парнене кӳме, мӗн тума асӑннине вырӑна килтерме [тата хӑй ҫӗрӗ ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне пама] — тухса кайнӑ. |
| 22 |
| Анна [унпа пӗрле] кайман, упӑшкине вӑл ҫапла каланӑ: ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл кӑштах ӳссессӗн, эпӗ ӑна хамах илсе кайӑп та вӑл Ҫӳлхуҫа умне тӑрӗ, яланлӑхах унта юлӗ, тенӗ. |
| 23 |
| Елкана вара, упӑшки, ӑна ҫапла каланӑ: ху мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту; ӑна кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтариччен юлах; анчах [сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухнӑ] сӑмаха Ҫӳлхуҫа ҫирӗплеттӗрччӗ, тенӗ. Арӑмӗ вара килтех юлнӑ, ачине хӑҫанччен ӗмӗртмелле пулнӑ, ҫавӑн пек ӗмӗртнӗ те вӑл. |
| 24 |
| Ачине кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл ӑна Силома илсе кайнӑ, хӑйпе пӗрле виҫӗ пӑру, [ҫӑкӑрсем,] пӗр ефа ҫӑнӑх тата пӗр такмак эрех илсе вӗсем Силома Турӑ Ҫуртне ҫитнӗ, [ача та пӗрлех пулнӑ]; ачи пӗчӗк пулнӑ-ха. |
| 25 |
| [Ачана Ҫӳлхуҫа умне илсе пынӑ; унӑн ашшӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, палӑртнӑ кунсенче мӗнле парне кӳрсе тӑнӑ, ун чухне те ҫавӑн пек парне кӳнӗ. Ачине ҫавӑтса кӗнӗ,] пӑру пуснӑ; ачине [амӑшӗ, Анна,] Илий патне илсе пынӑ та |
| 26 |
| каланӑ: эй хуҫамӑм! санӑн чуну чӗрӗ пултӑрах, хуҫамӑм! эпӗ шӑпах сан умӑнта тӑрса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ хӗрарӑм пулатӑп; |
| 27 |
| эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ; |
| 28 |
| эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа умне ӳксе пуҫҫапнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1samuel/001.mp3
31
1