Вара вӗсем Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те хӑйсем патне пуҫтарнӑ та каланӑ: Израиль Туррийӗн арчипе пирӗн мӗн тумалла-ши? тенӗ. [Геф ҫыннисем] каланӑ: эппин, Израиль Туррийӗн арчи [пирӗн патӑмӑра] Гефа куҫтӑр, тенӗ. Вара Израиль Туррийӗн арчине Геф хулине ӑсатнӑ.
Вара ҫынсем ярса, Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те пуҫтарнӑ та ҫапла каланӑ: Израиль Туррийӗн арчине каялла ӑсатӑр; вӑл пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе ан пӗтертӗр тесессӗн, ӑна хӑйӗн вырӑнне тавӑрмалла, тенӗ. Ӗнтӗ пӗтӗм хулана вилӗмле хӑрушлӑх ҫавӑрса илнӗ; [Израиль Туррийӗн арчи унта ҫитнӗ хыҫҫӑн] вӗсене Турӑ алли пусса тӑнӑ.